Нумай функциллӗ центр директорӗнче ӗҫленӗ Михаил Анисимов ӗҫрен кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл мӗнле должноҫе йышӑнни паллӑ.
Михаил Анисимов РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленийӗн ҫумӗнче вӑй хума пуҫланӑ. Аса илтерер: вӑл 2018-2021 ҫулсенче информаци политикин министрӗ пулнӑ. Нумай функциллӗ центрӗн директорӗнче кӑҫал юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗччен ӗҫленӗ.
Паян, юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗн заместительне ҫирӗплетнӗ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.
ГКЧС комитетӗнчи сумлӑ должноҫе Александр Степанов йышӑннӑ. Александр Васильевич председателӗн ҫумӗн тивӗҫне тата территори хӳтӗлевӗпе мобилизаци ӗҫне йӗркелекен сектор заведующийӗ пулса тӑрӑшӗ.
Республикӑн онкодиспансерӗнче ҫӗнӗ тӗп врач ӗҫе кӳлӗннӗ. Унпа коллектива юпа уйӑхн 17-мӗшӗнче паллаштарнӑ.
Светлана Баландина — Чулхуларан. Унти медицина институтӗнче вӗреннӗ. Ахаль врачран пуҫласа Чулхула облаҫӗн сывлӑх сыхлав тытӑмӗнчи ертсе пыракан должноҫсем таран йышӑнма пултарнӑ, Чулхула облаҫӗнчи клиника онкологи диспансерӗнче чылай ҫул тӑрӑшнӑ.
Шупашкарти 4-мӗш гимнази тата 39-мӗш шкул валли директор тупайман. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин телеграм-каналӗнче хыпарланӑ.
Ҫавна май конкурс малалла пырать. Унччен гимназие 6-мӗш шкул филиалӗ тӑвасшӑн пулнӑ. «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса унӑн директорӗ хутшӑннӑ.
Халӗ Денис Спирин 4-мӗш гимназин статусне улӑштарасшӑн маррине пӗлтернӗ.
Нумай функциллӗ центр директорӗ Михаил Анисимов ӗҫрен каять. ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков ӑна ӗҫрен кӑларасси пирки йышӑнӑва алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: Михаил Владимирович 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи кӑрлаччен информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ пулнӑ. Кайран вӑл нумай функциллӗ центрсен директорӗ пулса тӑнӑ.
Михаил Анисимов урӑх ӗҫе куҫӗ-и е ҫук-и – пӗлтермен-ха.
Паян, юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри темиҫе муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗсене суйлакан конкурс комиссийӗсене ҫирӗплетесси ҫинчен калакан йышӑнусене алӑ пуснӑ.
Асӑннӑ официаллӑ документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, Вӑрнар тата Йӗпреҫ муниципалитет округӗсен пуҫлӑхӗсене палӑртмалли пӗр комисси ӗҫлӗ; Элӗк, Красноармейски, Муркаш, Етӗрне округӗсемпе — тепӗр комисси, Куславкка тата Вӑрмар округӗсемпе — виҫҫӗмӗш комисси.
РФ Шалти ӗҫсен министерствин Патӑрьелӗнчи пайне юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл — полицин подполковникӗ Андрей Ларьков.
Асӑннӑ пай Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи йӗркелӗхе тытса тӑрассишӗн яваплӑ.
Андрей Ларьков 1978 ҫулта Улатӑр хулинче ҫуралнӑ. Ҫемьеллӗ, 2 ывӑл ашшӗ. Юридици пӗлӗвне РФ ШӖМӗн Чулхулари академийӗн Шупашкарти филиалӗнче илнӗ. Чи малтанах вӑл Улатӑрти шалти ӗҫсен пайӗнче оперуполномоченнӑй пулса ӗҫленӗ. Унтан картлашка хыҫҫӑн картлашка тӑрӑх хӑпарса пынӑ май 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Патӑрьелӗнчи шалти ӗҫсен пайӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ пулса тимлеме тытӑннӑ.
Чӑваш Енре ӗҫсӗрлӗх шайӗ — 0,81 процент. Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне пирӗн тӑрӑхра ӗҫсӗр 4896 ҫынна шута илнӗ. Ӗҫлекенсен пӗтӗмӗшле шутӗнчен ку вӑл 0,81 процент пулать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 23 пин те 462 ҫынна ӗҫе вырнаҫма пулӑшнӑ.
Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ организацийӗн методологийӗпе шутласан, кӑҫалхи ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче ӗҫсӗрлӗх хисепӗ пирӗн республикӑра 2,9 процентпа танлашнӑ. Ку цифрӑна Чӑвашстат илсе кӑтартнӑ.
Паянхи куна илсен, ӗҫсӗррисем уйӑхсерен 1500 тенкӗрен пуҫласа 12 792 тенкӗ (ку чи пысӑк виҫе) таран илсе тӑраҫҫӗ. Малтанхи виҫӗ уйӑхра ӗҫ укҫин 75 процентне тӳлеҫҫӗ, анчах ҫав сумма ӗҫсӗррисене паракан чи пысӑк виҫерен иртмелле мар, тепӗр виҫӗ уйӑх – 60 процент, анчах вӑл укҫа 5 пинтен иртмелле мар.
Чӑваш Енре учительсен окладне ӳстерӗҫ. 1,5 хутран кая мар. Кун пирки Олег Николаев Элтепер иртнӗ эрнере Вӗрентекенсен кунне халалласа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятире каланӑ.
Регион ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, ялти шкулсенче ӗҫлекен ҫамрӑк специалистсене ҫитес ҫултан пӗр хутчен паракан тӳлевпе хавхалантарма тытӑнӗҫ.
Вӗрентекенсен республикӑри конкурсне йӗркеленӗ чухне методистсене, тьюторсене, сывлӑх енчен хавшак ачасене вӗрентекен педагогсене, ҫамрӑк педагогсене, учитель-дефектологсене тата чӑваш чӗлхипе литература учителӗсене уйрӑммӑн шута илӗҫ.
«Тата тепӗр хавхалантару — патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне 2 ачаран кая мар 100 баллӑх тытакан шкулсене 500-шер пин тенкӗ грант парӑпӑр, ҫавӑн пек суммӑллӑх тата тепӗр 3 грант чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентессипе уйрӑмах тухӑҫлӑ меслетсемпе усӑ куракан шкулсем валли пӑхса хӑварнӑ», — тенӗ Олег Николаев.
Паян, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Промышленность тата энергетика министерствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ улшӑну пулса иртнӗ. Министрӑн ҫумӗ пулма Дмитрий Гринёва ҫирӗплетнӗ.
Дмитрий Борисовича министерствӑри яваплӑ вырӑна шанса пани ҫинчен калакан документа республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |